Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Учитель е вӗрентевҫӗ

"Учитель" сӑмах чӑваш чӗлхишӗн ют пулнине тахҫанах асӑрханӑ эпир. Мӗнле калас, вӑл сӑмах "чӗлхе илемне пӑсать": ӗне ҫине вырнаҫтарнӑ йӗнер пек... Ентӗ журналистсем ку профессие "вӗрентекен" сӑмахпа палӑртма пуҫларӗҫ. Тӗпрен илсен, манӑн ку телӗшпе ӳпкев-тиркев таврашӗ ҫук. Калӑпӑр, ку сӑмахпа 80-90 ҫул каялла Хумма Ҫеменӗ анлӑн усӑ курнӑ /"Ача чухнехи" повеҫе аса илӗр/. Ҫапах та ку терминӑн ҫитменлӗхӗсем те пур: палӑртаслӑхӗ, татса каласлӑхӗ ҫителӗксӗр. "Вӗрентекен" тени япала ячӗ пек мар, эпитет майлӑрах янӑрать. Ара, -акан, -екен причасти тӑвакан аффикссем шутланаҫҫӗ. Хальхи вахӑтри причасти тӑваканнисем. Ҫавна кура учителе вӗрентекен мар, вӗрентевҫӗ темелле: "Тен, "вӗрентӳҫӗ" сӑмах вырӑнлӑрах?" — тейе тепӗр вулакан. Ҫук пулӗ. Мӗншӗн тесен "учитель" сӑмах профессие ҫеҫ мар палӑртать. Унӑн тепӗр — анлӑрах, "философиллерех" пӗлтерӗшӗ те пур. Калӑпӑр, "И.Я. Яковлев — учитель чувашского народа" тенинче вӗрентевҫӗ е вӗрентекен мар, шӑпах ВЕРЕНТӲҪӖ пирки сӑмах пырать. Пӗлтерӗшсем ҫапла пайланса е сапаланса кайни чӑваш чӗлхинче час-часах пулать: тӗслӗхшӗн е кӑсӑкшӑн "ҫыравҫӑ" тата "ҫыруҫӑ" ӑнлавсене танлаштарса аса илер.

Элли Илле,
Хыпар, 2006, ҫӗртме, 17


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-16 12:52:06 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 7929 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем